Етӗрне районӗнчи Автанҫырми ялӗнче пурӑнакан Илларион Илларионов ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те тӑмра, купӑс калать.
Илларион Илларионович – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑрҫӑра вӑл пулеметчик пулнӑ, Ржев хули ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ. Пӗррехинче нимӗҫсем тӳперен тапӑнсан вӗсен полкӗнчи темиҫе салтак ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Илларион Илларионов та вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ, ӑна контузи пулнӑ. Юрать-ха, вӑл киле черех таврӑннӑ.
Илларион Илларионовичӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл ҫуралсан ҫемйине кулак тесе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Май тупӑнсанах вӗсем Автанҫырмине куҫса килнӗ. Кайран Илларион Илларионович колхозра счетоводра тӑрӑшнӑ. 3 уйӑхран документри йӑнӑшсемшӗн ӑна ҫемйипе пӗрле Киров облаҫне вӑрман касма янӑ.
Ветеран мӑшӑрӗпе 5 ачана воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енре пӗр арҫынна вӑкӑр тапӑннӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку Етӗрне районӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун 16 сехетре арҫынна хайӗн хуҫалӑхӗнчи вӑкӑр сӗкме тӑнӑ. Выльӑх ҫулталӑкрискер пулнӑ. Юрать, ку пӑтӑрмах инкекпе вӗҫленмен – вӑкӑрӑн мӑйракисем арҫынна шӑтарайман.
Кил хуҫин ҫапах хырӑмӗ, сӑмси суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем сурансене пӑхнӑ. Медпулӑшу пунӑ хыҫҫӑн арҫынна киле янӑ.
Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин 11-мӗш уйлӑхне хутшӑнма чӗнет. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 1–8-мӗшӗсенче «Сурские зори» кану базинче (вӑл Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнче вырнаҫнӑ) иртӗ.
«Хавал» уйлӑх Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата ют ҫӗршывран килнисене чӑваш чӗлхине ӑша илтерет. Унта опытлӑ вӗрентекенсем пулӗҫ. Семинарсем, лекцисем, ҫавра сӗтелсемпе тренингсем йӗркелӗҫ. Чӑваш, миноритарлӑ ытти культурӑпа чӗлхесене аталантаракан кӑсӑклӑ ҫынсемпе паллашма май килӗ. Сӑр юханшывӗ хӗрринче пӗччен е ҫемьепе пӗрле канма та май туса парӗҫ.
Чӑваш чӗлхине хальхи коммуникативлӑ тата грамматика меслечӗсене тӗпе хурса вӗрентӗҫ. 3-10 ҫулсенчи ачасем валли уйрӑм программа пулӗ, 11 ҫултан аслӑраххисем валли те ятарлӑ программа йӗркелӗҫ.
Уйлӑха Мускаври урал-алтай чӗлхисен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑх кандидачӗ Александр Савельев (Сантӑр Савкилта), Эктор Алос и Фонт (Шупашкар-Барселона) социолингвист, Айрат Тухватуллин (Хусан) истори факультетӗн доценчӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ; Арцём Федоринчик (Тимукка) (Шупашкар-Кейӳ) чӗлхеҫӗ-типолог, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ килсе ҫитӗҫ.
Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи «Илем» ушкӑн хӑйӗн 25 ҫулхине паллӑ тунӑ.
«Урал сасси» хаҫатра Юрий Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫак коллектива йӗркелес ӗҫе ытти чӑваш хастарӗпе пӗрле иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗн варринче» вӑл хӑй те хутшӑннӑ. Малтанхи вӑхӑтра пухӑнма вырӑн та пулман. Хулари типографин хӗрлӗ кӗтесӗнче, медицина училищин акт залӗнче (директорӗсем хамӑр чӑвашсем пулнӑран ирӗк панӑ), каярах ӳнер шкулӗнче пуҫтарӑннӑ. 1996 ҫулта Пелепей хулинче наци культурисен центрне уҫсан вӑл «Илемӗн» тӑван килӗ пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑталлах Шупашкартан чӑваш тумӗсем илсе кайнӑ, ансамбль ятне те тупнӑ. Ушкӑна йӗркелесе яраканни тата 15 ҫул хушши ертсе пыраканни Владимир Гордеев юрӑ-кӗвӗ ӑсти, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор пулнӑ. Вӑл педагогика училищинче кунӗпе ӗҫленине пӑхмасӑр каҫсерен «Илем» хастарӗсем патне васканӑ, репертуара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем кӗртнӗ. Унпа пӗрле Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнчи Ачак ялне кайса А. Русков ӑстаҫӑран чӑваш халӑх кӗвӗ инструменчӗсем илсе килнӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Н.И. Ашмарин тата шкул вӗрентӗвӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ те хутшӑнчӗ. Ҫапла май паллӑ ӑсчахӑн кун-ҫулне тата унӑн эткерне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе академиксем пӗрле тишкерчӗҫ.
Ҫавра сӗтеле Юрий Исаев институт директорӗпе академин президенчӗ Евгений Ерагин ертсе пычӗҫ. Вӗренӳ ӗҫӗнче палӑрнисене хисеп хучӗпе ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин та чысларӗ.
Докладпа тухса калаҫакансен йышӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, гуманитари ӑслӑлӑх институчӗн ӗҫтешӗсем, академи пайташӗсем пулчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, пухӑннӑ халӑх умӗнче хӑйсен тӗпчевӗсемпе студентсем те, шкул ачисем те паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, Ангелина Яковлевӑпа Мадина Абдуллова хӑйсен тӑван ялӗнче — Етӗрне районӗнчи Пушкӑртра — Н.И. Ашмарин пухнӑ лексика пирки каласа пачӗҫ. Кӑсӑклӑ докладсен йышӗнче Трак салинчен килнӗ Зинаида Михайловӑнне асӑнма пулать — Н.И.Ашмарин сӑмах кӗнекине тӗпченӗ май вӑл 160 ытла вӑхӑт лексикине тупма пултарнӑ. Унӑн ӗҫӗ чӑн-чӑн ӑсчахсене те кӑсӑклантарса ячӗ: Яковлев Петр Яковлевич (Петӗр Яккусен) пытарса тӑмарӗ, ҫавра сӗтелте итленӗ докладсенче хӑйне валли ҫӗнӗ япала сахал мар илтни пирки пӗлтерчӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗ 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев 55 ҫул тултарнӑ.
Валерий Клементьев 1965 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн вокал уйрӑмӗнче ӑс пухнӑ. 2018 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн аспирантуринчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «Философи, этика тата тӗн вӗрентӗвӗ» енӗпе пӗлӳ илнӗ.
Валерий Клементьев «Ҫавал» ансамбльте, Сартури «Аншлаг 94» ансамбльте ӗҫленӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри Чӑваш автономийӗн ертӳҫи пулнӑ. 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче ӗҫлет.
Етӗрне районӗнчи Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха хӑйне илнӗшӗн айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакскер официаллӑ документсенче администрацире тунӑ пандус пирки суя суммӑсем кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн хыснинчен кун валли 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ, анчах пуҫлӑх ҫакна хӑйӗн тӗллевӗпе тӑкакланӑ.
Экс-пуҫлӑх судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Паян Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене 2019 ҫулшӑн кама парассине татса панӑ.
Н.В. Никольский ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спор пайӗн корреспонденчӗ Андрей Михайлов тивӗҫнӗ. Конкурса вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсем хушшинчи туслӑх ҫинчен каласа кӑтартакан материалсен ярӑмӗпе хутшӑннӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Чӑваш Ен» НТРК директорӗн ҫумне Александр Магарина пама йышӑннӑ. Александр Николаевич конкурсра Чӑваш Енри паллӑ культура, ӳнер, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем ҫинчен «Самана» телепрограммӑсен ярӑмӗпе ҫӗнтернӗ.
Леонид Ильин премине Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат редакторӗ Екатерина Казаковӑна тата «Чӑваш Ен» ПТРКн телекуравӗн продюсерне Екатерина Фоминана парӗҫ.
Премие илме конкурса хутшӑннисен тулли списокӗ кунта.
Етӗрне районӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ та виҫҫӗн пульницӑна лекнӗ.
Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 4 сехет те 10 минутра М-7 «Атӑл» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Лада Гранта» автомобиль водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл «Лада Ларгус» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Лада Грантӑн» водительне пульницӑна, реанимаци уйрӑмне, илсе кайнӑ. «Ларгус» машина водителӗпе автомобильте пулнӑ хӗрарӑм та пульницӑна лекмеллех суранланнӑ.
«Лада Гранта» водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫапла пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем Инстаграмри хӑйсен страницинче. Ҫав вӑхӑтрах комментарисенче ҫула начар тытса тӑраҫҫӗ, ҫул питех те пӑрлак тесе пӑшӑрханакансем те йышлӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти В.С. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче йывӑр атлетика енӗпе Чӑваш Енӗн Кубокӗн тата ӑмӑртӑвӗн медалӗсене выляттарнӑ. Унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел районӗнчи 50 ытла спорстмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва арҫынсемпе хӗрарӑмсен тата 18 ҫамрӑкрах хӗрсемпе каччӑсем хушшинче ирттернӗ. Чӑваш Ен кубокӗнче ылтӑн медале ытларах Шупашкарти йывӑр атлетсем тивӗҫнӗ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Анатолий Иноходов (61 кг виҫе категорийӗ), Юрий Тимофеев (67 кг), Александр Мышов (73 кг), Ринат Гадилов (89 кг), Кирилл Коркин (96 кг), Андрей Каюков (109 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗ). 55 килограмлӑ виҫере Ҫӗнӗ Шупашкарти Андрей Портнов ҫӗнтернӗ. Вӑрнар районӗнчи Артур Афанасьев тата Андрей Алексеев 81 тата 102 килограмшарлӑ виҫере палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |